Версия для слабовидящих

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш наци конгресĕ юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççейри вĕрентекенпе ăс паруçă çулталăкне, Расул Гамзатов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята илнĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене «Ухсай Яккăвĕ тата Расул Гамзатов: культурăсен хутшăнăвĕ» ăстаçă класне йыхравлаççĕ.

Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çуртĕнче 12.00 сехетре 201-мĕш пÿлĕмре пуçланать.

Ăстаçă класне хутшăнма çак ссылкăпа кĕрсе регистрациленмелле https://forms.gle/DLWJe3QMdRax1Fqb8