Версия для слабовидящих

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕнче Вĕрентекенпе ăс паруçă çулталăкне халалласа Учительсен аллейине уçрĕç. Çак ĕç Чăваш нациконгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн сĕнĕвĕпе пулчĕ. Аллея уçас ĕçе Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕ, Пучинке ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, «Красный партизан» колхоз, Пучинке вăтам шкулĕ йĕркелерĕ.

Йывăç лартма Шупашкар хăнисем те, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чаваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертÿçи Татьяна Денисова та пулчĕ. 

Т.В. Денисова