Версия для слабовидящих

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе ӑшӑ тӗл пулу иртрӗ. Ăна Чӑваш Республикин вӗренӳ министрĕн ҫумӗ А. П. Лукшин, ЧНК президенчӗ В. Л. Клементьев, чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен конгресс ҫумӗнче ӗҫлекен ассоциацийӗн пайташӗсем, вӗренӳ комитечӗн хастарӗсем тата студентсем пухӑнчӗҫ. Вӗрентекенсене «Палан» фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑпа саламланӑ хыҫҫӑн тӗл пулӑва И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУӗн наукӑпа инноваци ӗҫӗн проректорӗ В. Н. Иванов уҫрӗ. Вӑл И. Я. Яковлев ятне университет тивӗҫлӗ упраса, чысласа пынине палӑртрӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ министрĕн ҫумӗ А. П. Лукшин чӑваш чĕлхипе литератури учителӗсен пархатарлӑ ӗҫне пысӑк хак пачӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен Ассоциацийӗ пуҫаруллӑ ӗҫленине палӑртрӗ, ӑна И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУчӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе культурологи кафедрипе пӗрле паянхи тӗл пулӑва лайӑх йӗркеленӗшӗн тав турӗ.
Тĕл пулу О. В. Скворцова доцент «Ухсай Яккӑвӗ тата Расул Гамзатов: культурӑсен хутшӑнӑвӗ» ӑстаҫӑ класс ирттернипе малалла тăсăлчĕ.
Унта вӗрентекенсем студентсемпе пӗрле «Тӑрнасем» юрра чӑвашла тата вырӑсла шӑрантарни астӑвӑм пысӑк пулнине, вӑрҫӑ паттӑрӗсене манманнине палӑртрӗ.