Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Петрович Петров профессор кăрлачăн 19-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ. Çакна халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче унăн ĕçĕсен куравне йĕркелерĕç. Курава уçнă май истори, филологи, управлени тата право факультечĕн деканĕ Екатерина Ильина Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кун-çулĕнче Николай Петрович ячĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертÿçи Татьяна Денисова сумлă ăсчахăн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, хăйĕн пурнăçне пирĕн ĕçтешĕмĕр пĕтĕмпех чăваш чĕлхи ăслăлăхне тата вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăксенчен тăван чĕлхепе литература учителĕ хатĕрлес ĕçе халалланине пĕлтерчĕ. Алина Ахвандерова доцент Николай Петрович чăваш чĕлхеçисен йышĕнче сумлă та анлă тавракурăмлă тĕпчевçĕ пулнине асăнчĕ. Унăн тĕпчев ĕçĕсен тухăçлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмеллине палăртрĕ. Чăн та, Николай Петровичăн ăслăлăх тĕпчевĕсен тематики пуян та тĕрлĕ енлĕ. Вăл чăваш чĕлхин лексикине, терминологине, чăваш литература чĕлхин историйĕпе стилистикине тĕпчесе ăслăлăх çÿпçине самаях пуянланă, 250 ытла тĕпчев ĕçĕ çырса пичетленĕ. Николай Осипов тата Ольга Скворцова доцентсем Николай Петрович занятийĕсене аса илчĕç, вăл пысăк эрудицилĕ, тарăн пĕлÿллĕ вĕрентекен пулни пирки каласа пачĕç. Зинаида Якушкина тата Людмила Пастухова доцентсем Николай Петровичпа пĕрле ĕçленĕ тапхăра аса илчĕç.
Курава йĕркеленĕшĕн университет вулавăшĕн ĕçченĕсене тав тăватпăр.