
Педагогика университетĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2025» иртрĕ
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» вĕренÿ акцийĕн лапамĕ ĕçлерĕ. Диктант çырма пухăннисене аслă шкул проректорĕ Ольга Лукичева, Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Антонина Буданцова, диктант сăн-сăпачĕ тесе палăртнă виçĕ ача амăшĕ, Паттăрлăх орденне, «Салтак хастарлăхĕшĕн», «Паттăрлăхшăн» медальсене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ паттăр офицер мăшăрĕ тата волонтёр Кристина Егорова медицина сестри саламларĕç.
Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çырни тăрăх йĕркеленĕ „Çĕнтерÿçĕ салтак“ текста Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕ Екатерина Ракчеева вуларĕ.
Диктант çыракансен йышĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Тихон Сергеев, университет ĕçченĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем, студентсем пулчĕç.
Пĕтĕмлетÿ çакнашкал: диктант çырнисен 42 % «5» паллă, 25 % «4» паллă, 33 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕ.