Чӑваш чӗлхипе литератури вĕрентекенсен конференцийĕ иртрĕ. Чӑваш чӗлхи кунӗнче И.Я. Яковлев Чӑваш патшалăх педагогика университетĕнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен «Чӗлхене упрани – чӑваш халӑх пуласлӑхӗн никӗсӗ» регион конференцийӗ тухӑҫлӑ иртрӗ. Унта Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен Ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров ассоциацин 2022-2024 ҫулсенче тунӑ ӗҫĕсемпе паллаштарчӗ.
Конференцие пухӑннисем Ассоциаци ӗҫне ырларĕç. Конференци хыҫҫӑн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ. Конференци ĕçне Чăваш Республикинчи вĕрентекенсемпе пĕрле Ульяновск, Тюмень, Пенза облаҫӗсенчен килнӗ чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем те хутшăнчĕç.
Еще больше фотографий с места событий вы найдете здесь