Версия для слабовидящих

Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет.

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Диктант çырас кăмăллисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çурчĕн 201-мĕш пÿлĕмĕнче 12.45 сехетре кĕтетпĕр.