Версия для слабовидящих

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Я.  Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори, филологи, управлени тата право факультетĕнче «Чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» çавра сĕтел иртрĕ. Ăна  филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш АССРӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе паракан Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Иван Андреевич Андреев профессор çуралнăранпа 95 çул, Алeксeй Иванович Иванов журналист, куҫаруҫӑ тата Николай Андреевич Резюков лексикограф çуралнăранпа 125 çул çитнине халалларĕç. Паллă чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем пирки Юрий Виноградов, Олег Студенцов, Геннадий Дегтярев ăсчахсем калаçрĕç, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ умĕнчи тĕллевсемпе Эдуард Лебедев доцент, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе Анна Егорова доцент паллаштарчĕç. Пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев профессор чăвашсем йышĕнчен йĕркелÿçĕсемпе ертÿçĕсене хатĕрлес ĕçе вăйлатмаллине каларĕ. Вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертÿçи Татьяна Денисова çавра сĕтеле Иван Андреевич аслă пĕлÿ илнĕ, унтах ĕçленĕ вырăнта ирттернĕшĕн ăна йĕркелекенсене, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чăваш Республикин вĕрентÿ иститучĕн ĕçченĕсене, тав турĕ.