Версия для слабовидящих

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче истори, филологи, управлени тата право факултетĕнче паянхи çамрăк чăваш çыравçисем Ольга Австрийская, Лариса Петрова тата Ирина Кошкина хăнара пулчĕç. Вĕренÿпе воспитани планĕпе килĕшÿллĕн, «Паянхи чăваш прози: çамрăк прозаиксен пултарулăхĕ» темăпа «Литература тĕпелĕ» проекта пурнăçа кĕртсе  студентсем Николай Осипов доцент ертсе пынипе паянхи  пултаруллă çыравçăсен юлашки вăхăтра кун çути курнă проза хайлавĕсен кĕнекисене вуласа хак пачĕç, сăмах ăстисем  хускатнă темăсемпе проблемăсене сÿтсе яврĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен тупсăмĕсене шырарĕç. Уйрăмах, студентсене, нумаях пулмасть çеç университетпа сывпуллашса студент пурнăçĕнчен уйрăлнă, паянхи кун республикăри издательствăсемпе кăларăмсенче вăй хуракан журналист-çыравçăсен паянхи ĕçлĕ кун-çулĕпе пултарулăх вăрттăнлăхĕсем кăсăклантарчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине тата вырăс чĕлхине вĕрентекен пулма хатĕрленекенсем çыравçăсенчен илемлĕ хайлав çырма тема ăçтан тата мĕнле тупни, сăнарсене калăпланă чухне литература теорийĕ сĕнекен хăш мелсемпе меслетсене ĕçе кÿлни, «муза» килнĕ чухне  шухăша шурă хут çине еплерех куçарни таранчченех  ыйтса пĕлчĕç. Çавăн пекех ĕнерхи студентсем, паянхи пултаруллă çыравçăсем, наука гранитне «кăшлакансене» çыравçă çулĕ çине тухмалли вăрттăнлăхсене уçса пачĕç, сăмах ÿнерĕн уçлăхĕпе хăйсен малашнехи пурнăçне çыхăнтарма кăмăл тăвакансене ăнăçу сунчĕç.

Н.Н. Осипов