Версия для слабовидящих

Историпе филологи тата управленипе права факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 3-мĕш курс студенчĕсем хальхи вăхăтри пултаруллă чăваш çыравçипе Ангелина Ивановна Павловскаяпа тĕл пулчĕç. Ангелина Павловская роман жанрĕпе ĕçлекен автор. Вăл юлашки çулсенче кăна «Вĕрене шывĕ те пылак» трилоги, «Караслă пыл», «Атте сасси» романсемпе палăрчĕ. Хальхи вăхăтра вăл «Çутă ĕмĕт çунатлă» романпа ĕçлет. 1964 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ пединститутран вырăс-чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă ĕнерхи студентăн – Ангелина Ивановнан паянхи  студентсене каласа памалли  сахал мар. Вал пулас сăмах ăстисене хăйĕн пултарулăх çул-йĕрĕпе, илемлĕ хайлавсем еплерех çуралнине каласа пачĕ. Çаван пекех хăйĕн студент чухнехи ĕçне-хĕлне  аса илчĕ.

Студентсем патне Ангелина Павловсккая тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче «Алран алла» ярăмпа  кун çути курнă   «Хĕрĕх тĕрлĕ хĕл» кĕске калавсемпе новеллăсен кĕнекине илсе  килнĕ. Паянхи пултарулла  авторсен проза хайлавĕсен пуххине А. Павловскаян «Эльтука çĕрĕ» хайлавĕ те кĕнĕ. Автор калав еплерех çырăнни çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп геройăн прототипĕпе паллаштарчĕ.

Студентсене çыравçăпа тĕл пулма кăсăклă пулчĕ. Вĕсем «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» кĕнекене хаваспах туянчĕç, вулама кăмăл турĕç.