Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче истори, филологи, управлени тата право факультетĕнче Раççейри çемье çулталăкне халалласа «Çемье архивĕпе вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче усă курасси. Филолог-тавра пĕлÿçĕ ĕçĕ-хĕлĕ» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Патăрьел районĕн Г.Н. Айхи ячĕллĕ Çĕньял пĕтĕмĕшле шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, шкулти краеведени тата Геннадий Айхи музейĕсене ертсе пыракан, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ, ăста педагог, аслă категориллĕ учитель, пултаруллă организатор ертÿçĕ, Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ, Ĕç ветеранĕ, сăвăç, ялкор, ачасене пĕлÿ парас ĕçре 45 çул ытла вăй хуракан пысăк опыт пухнă педагог Мария Мадюкова хутшăнчĕ. Вăл студентсене хăйĕн çемйин архивĕпе вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче еплерех усă курнине каласа пачĕ. Хăйсен йăх-несĕл йывăççипе, ăна еплерех йĕркеленипе паллаштарчĕ. Пулас вĕрентекенсене «Тăвансен слечĕ» проект пирки, ăна еплерех пурнăçа кĕртни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех педагог-ветеран пулас чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене вĕрентÿ ĕçĕнчи вăрттăнлăхсемпе, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлĕхсене пурнăçа мĕнлерех кĕртмеллине каласа пачĕ, студентсен ыйтăвĕсене харавларĕ.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ĕçченĕ Н.Н. Осипов тăрăшнипе хатĕрленĕ çемье архивĕн выставкипе те паллашрĕç.
Сăмах май каласан, Мария Мадюкова – Николай Осиповăн вĕрентекенĕ, хăй вăхăтĕнче пулас доцента чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.