Февралĕн 20-мĕшĕнче истори, филологи, управлени тата право факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан студентсем патĕнче хăнара паллă педагог, эстетик, çыравçă Анатолий Кибеч пулчĕ. Ăна И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшнă: вăл 1968 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренсе пĕтернĕ.
Педагог-çыравçăн пурнăç çулĕ пуян та кăсăклă. Студентсене ун çинчен Н.Н. Осипов доцент каласа кăтартрĕ, А. Кибеч ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа паллаштарчĕ. Унтан сăмах ăсти хăйĕн кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕрех самантсене аса илчĕ, сăввисене вуларĕ, илемлĕ юрă шăрантарчĕ тата шÿтсемпе тыткăна илчĕ. Студентсем писателĕн прозăлла сăввисене илемлĕн каласа кăтартрĕç, Анатолий Ильича тĕрлĕ ыйту пачĕç. Тĕл пулу хаваслă та кăмăллă иртрĕ.
О.В. Скворцова